«Шкулта» журналӑн ҫӗнӗ номерӗ тухнӑ. Унта яланхи пекх уроксенче усӑ курмалли ҫӗнӗ материалсем пур. Хальхинче чӑваш литературипе, методикӑпа, биологипе чӑваш чӗлхин хутӑш урокӗнче усӑ курма меллӗ материалсем кӗртнӗ журналӑн ҫӗнӗ номерне.
Ҫавӑн пекех «Шкулта» журналӑн редакторӗ хӑйӗн чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ шухӑшӗсене «Тӑван чӗлхе пирки тата...» статьйинче ҫутатса панӑ. Вӑл нумай чӑваш шухӑша яраса шанас килет.
Унсӑр пуҫне интернет журналта «Чӑваш ачи, сассуна пар» видеосӑвӑсен конкурсне хутшӑннӑ ачасемпе вӗрентекенсем валли электрон сертификатсем кӗртнӗ. Вӗсене классемпе ӳсӗм ушкӑнӗсене пайланӑ, ҫапла вара кирлӗ ушкӑна уҫласа илсе кашни хӑйӗн сертфикатне пичетлесе кӑларма пултарӗ. Журналӑн тӗнче тетелӗнчи адресӗ — http://www.shkul.su.
Google компани ачасен «Google валли дудл» логотипсен конкурсне «Эпӗ космосра — ҫулҫӳревре» темӑпа ирттерет. Шупашкарти 59-мӗш шкулта 2-мӗш класра ӑс пухакан Ольга Коротина конкурса хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ.
8 ҫулти хӗрача маттур! Оля ҫурмафинала тухнӑ. Унӑн ӗҫӗ хаклав пайташӗсем 30 ӗҫрен суйласа илнисенчен пӗри пулнӑ.
Пӗтӗмпе конкурса пин-пин ӗс килсе ҫитнӗ. Вӗсене ачасен ӳсӗмне кура ушкӑнсем ҫине уйӑрнӑ: 6–9 ҫулсенчисем, 10–13 ҫулсенчисем, 14–17 ҫулсенчисем. Кашни ушкӑнра жюри членӗсем чи лайӑх 10 ӗҫ суйланӑ. Онлайн сасӑлавпа килӗшӳллӗн финала 30 ӗҫрен виҫҫӗшӗ ҫеҫ тухӗ. Сасӑлав конкурс сайтӗнче пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пулӗ.
Кун хыҫҫӑн жюри пӗр ҫӗнтерӳҫе палӑртӗ. Унӑн ятне ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мускаври Планетарире пӗлтерӗҫ. Логотип авторӗ ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле АПШри штаба кайса килме пултарӗҫ. Тепӗр парне: ҫӗнтерӳҫе вӗренекен класа компьютер класӗ парнелӗҫ.
Асаилтеретпӗр, Оля пирӗн тӑрӑхран ку конкурсра пӗрремӗш ҫӗнтерӳҫӗ мар-ха. Унччен, виҫӗмҫул, Вӑрмар хӗрачи Аннета Прохорова хӑйӗн ӗҫӗпе ҫурмафинала тухнӑччӗ.
Паян Чӑваш Енри хӑш-пӗр провайдерсем YouTube видеохостинга хупса хунӑ. Ирхине «Чебнет» урлӑ уҫӑлман тет, анчах каярах уҫнӑ пулать.
Хальхи вӑхӑтра «Ростелеком» тата «Инфолинк» провайдерсем урлӑ уҫӑлмасть. Сӑлтавӗ видеохостингри хӑш-пӗр видеосене Роскомнадзор реестрне кӗртнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ — вӗсен шутне Валерия Новодворскаяпа Константин Боровойӑн видеочӗнӗвӗсем кӗнӗ. Генпрокуратура вӑл ролике чарма хушнӑ хыҫҫӑн уйрӑм страницӑна хупма пултарайман хӑш-пӗр провайдерсем пӗтӗм ресурса чарса лартнӑ.
Пӗр-пӗр ресурса суда ҫитермесӗр Генпрокуратура кӑҫӑлхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чарса лартма пултарать. Сӑмахран, нумай пулмасть Украинӑри пӑлхаварпа ҫыхӑннӑ «Контактри» 13 пӗрлешӗве-ушкӑна хупса хунӑччӗ.
YouTube урлӑ республикӑра чылай видео вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсен шутне наци телерадиокомпанийӗ те кӗрет — хайсен кӑларӑмӗсене вӗсем чылай чухне унта лартаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех «Сӑвар ТВ» тетелти телеканал та унтах вырнаҫнӑ — видеохостинга хупнӑран вӗсен материалӗсемпе халь паллашма май ҫук.
Ҫавах та ҫывӑх вӑхӑтра YouTube ресурса ирӗклессе шанас килет.
Карас телефонӗпе усӑ куракансен шучӗ Чӑваш Енре 2,1 миллионран иртнӗ. Ку вӑл — 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне.
Кун йышши ҫыхӑнупа усӑ куракансен йышӗ ҫур ҫулта тата тепӗр 3,5 процент хушӑннӑ иккен. Абонентсем шучӗ «пысӑк виҫҫӗнлӗх» текен операторсен уйрӑмах хушӑннӑ иккен.
Чӑваш Ене карас ҫыхӑнӑвӗ сарӑлнин шайӗ 169 процента ҫитнине пӗлтереҫҫӗ. Ку цифрӑна та ҫур ҫул каяллахипе танлаштарса пӑхнӑ. Ӳсӗм 6 процент-мӗн. Тепӗр майлӑ каласан, кашни абонент пуҫне 1,7 сим-карта лекет.
Карас ҫыхӑнӑвӗ урлӑ тӗнче тетелне тухакансем йышӗ уйрӑмах пысӑкланса пырать иккен. Ҫур ҫулта ҫак цифра 1 миллион ытла пысӑкланса 1,75 миллион ҫынна ҫитнӗ-мӗн.
Шупашкарти 2-мӗш лицейра вӗренекен Владислав Скуратов телефонсенче чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларах чӑвашла куҫарма май паракан приложени кирлине ӑнланса илнӗ. Тепӗр тесен, чӑваш чӗлхине шкулта кӑна вӗренекен ытти ача та кун пек куҫару ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑ-тӑр-ха. Владислав вара хӑй шухӑшӗ пирки ашшӗпе сӑмах хускатнӑ, лешӗ хӑйӗн пӗлӗшӗпе — программистпа — палаштарнӑ.
Словаре хатӗрленӗ Александр Александрова программӑна ҫырма вӑхӑт самаях кирлӗ пулман иккен. Сӑмах базине йӗркелеме вара кӑткӑсрах тивнӗ. Пирӗн канашлура пуҫламӑш варианта тупнӑ хыҫҫӑн вӑл унӑн форматне ылмаштарнӑ, йӑнӑшсене тӳрлетнӗ.
Словаре приложенисен официаллӑ интернет-магазинӗнчен илме пулать-мӗн. Унта пурӗ 8 пин сӑмах кӗнӗ. Ҫитес вӑхӑтра, пирӗн пӗрлӗх тытса тӑракан сӑмахсарсен сайтӗнчи информаципе усӑ курса ҫӗнӗ верси кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Чи кирли — смартфонта Android текен информаци тытӑмӗ пулни.
Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗлне Раҫҫейри тӗнче тетелӗнче шӑпӑрлансем валли ятарлӑ интернет-домен ӗҫлесе каймалла.
Вӑл 13 ҫула ҫитичченхи ачасем валли ятарласа хатӗрленӗскер пулӗ. Ӑна йӗркелекенсен шучӗпе хайхи домен ача-пӑчана сиенлӗ информаципе паллашассинчен сыхламалла. Пӗчӗкскерсем валли хатӗрленӗ домента усӑллӑ та кӑсӑклӑ сайтсем кӑна пулмалла иккен. Тӗнче тетелӗнчи сетӗн наци доменӗн координаци центрӗн директорӗ Андрей Коленсиков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ домен Раҫҫей ачисене Рунета лӑпкӑн тӗпчеме, ашшӗ-амӑшне вара хӑйсен тӗпренчӗкӗсем мӗн пӑхаҫҫӗ-ши тесе канӑҫсӑрланассинчен сыхланма май парӗ.
Мӗн кӑна шутласа ҫырса пымаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ: кайӑк-кӗшӗк шутне, выльӑх йышне... Пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Халӗ тата Раҫҫейӗн статисчӗсем ҫынсем информаци технологийӗсемпе тата информаципе телекоммуникаци сечӗсемпе мӗн чухлӗ усӑ курнине картса пыма тытӑнӗҫ.
Асӑннӑ ҫырава ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗршыври 68,3 пин ҫынна «шӗкӗлчӗҫ». Статистсем 15 ҫултан пуҫласа 72 ҫулчченхисенчен ыйтса пӗлме палӑртаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫыравра 548 ҫын хуравӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенскерсем пулмалла тата ытти енӗпе те уйрӑлса тӑмалла иккен. Ыйтӑма Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри хулисенче тата Муркаш, Пӑрачкав, Красноармейски, Канаш тата Патӑрьел районӗсенче пурӑнакансене явӑҫтармалла.
Хайхи ҫырава хутшӑнакансен килте компьютер пуррипе ҫуккине, тӗнче тетелне тухнипе тухманнине, тухсан епле хӑвӑртлӑхпа кӗнине, мӗн тӗллевпе усӑ курнине пӗлтермелле.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗнче уҫлӑхӗнче ҫынсем усӑ куракан мӗнпур информацие тӗрӗслесе тӑма палӑртать иккен. Ҫакӑн пирки паян чылай интернет-кӑларӑм тенӗ пекех хыпарларӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки вара малтанласа «Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ.
Интернет-уҫлӑхри ҫӑлкуҫсене ӗненсен, Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби провайдерсене интернет-трафик пирки информацие ҫырса пыма тата ӑна упрама хушасшӑн имӗш. Спецслужбӑсем интернет-правайдерсен даннӑйӗсен бази патне тӳрремӗнех тухайӗҫ, телефон номерӗсене, IP-адрессене, халӑх тетелӗсенче шута илнине, электрон почта адресӗсене тата тӗнче тетелӗпе усӑ куракансене сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫавӑн валли кирлӗ оборудование операторсен ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вырнаҫтармалла иккен.
Ку хыпара тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Хӑшӗсем Сталин саманипе танлаштарнине те илтме тивет. Ун йышшисем уйрӑм ҫыннӑн пурнӑҫӗ ал тупанӗ ҫинчи пек пулӗ-шим тесе пуҫ ватаҫҫӗ. Хӑшӗсем вара: «Банкра укҫа-тенкӗ ҫук, ют арӑмсем патне чупмастӑп. Ман нимрен те шикленмелли ҫук», — тесе ал сулаҫҫӗ.
Ҫапла пӗтӗмлетме май парать республикӑн информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви. Вӑл ҫынсен ытларах пайӗ интернета карас ҫыхӑну хатӗрӗсем урлӑ тухма кӑмӑлларах панине асӑрханӑ-мӗн. Ҫыхӑну хатӗрӗсен шутне кӗсье телефонӗсем кӑна мар, смартфонсем тата планшет компьютерӗсем те кӗреҫҫӗ.
«Пысӑк виҫенлӗх» текен йыша кӗрекен карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем: МТС, Вымпелком (тепӗр майлӑ каласан, «Билайн») тата Мегафон компанисем — республика территорийӗн 98-а яхӑн процентне тивӗҫтереҫҫӗ иккен. «Билайн» абоненчӗсен, сӑмах май, кашни виҫҫӗмӗшӗ карас интернечӗпе усӑ курать иккен. Интернет-трафикпа усӑ курнин калӑпӑшне кашни абонента пайласа шутласан пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнчинчен кӑҫалхи ҫав уйӑхра виҫ хут нумайланнӑ.
Паянхи вӑхӑтра Тӗнче тетелӗсӗр этем хӑйӗн малалли пурнӑҫне курмасть тесен те йӑнӑш пулмӗ. Мӗншӗн тесессӗн Тӗнче тетелӗ ҫынна самай усӑ кӳрет. Мӗн пур ыйтусен хуравӗсемпе, кулленхи хыпарсемпе тата ыттипе те тивӗҫтерме пултарать-ҫке вӑл.
Ҫапла вара иртнӗ кунсенче Тӗнче тетелӗнче тата тепӗр ҫӗнӗлӗх йӑва ҫавӑрнӑ: малалла Шупашкарти троллейбуссен ҫӳревне online сӑнама пулӗ. Ҫӗнӗ ресурса Google карттин никӗсӗпе йӗркеленӗ.
Мӗнле усӑ кӳрет-ши ҫӗнӗлӗх? Тӗслӗхрен, ҫын чарӑнура обществӑлла траспорт кӗтсе тӑнӑ чухне хӑйне кирлӗ троллейбус халӗ ӑҫтарах пынине курма пултарать. Унсӑр пуҫне кунтах хулара пӑкӑланнӑ ҫулсене те асӑлхама май пур — ку хыпар уйрӑмах урапа водителӗсене ҫӑмӑллӑх кӳрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |